Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс-фестиваль иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Хирте те пултаруллӑ хӗрсен ӑмӑртӑвне Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Конкурса чӑвашла калаҫакан 16-24 ҫулсенчи хӗрсем хутшӑнӗҫ.
Сӑмах май каласан, ун пек конкурссем халӗ районсенче иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринче ӑмӑртнӑ. Унта Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Татьяна Волкова ҫӗнтернӗ.
Сӗнтӗрвӑррисен конкурсӗнче ӳкерсе илнӗ сӑнӳкерчӗк айне Надежда Иванова ҫапла ҫырса хунӑ: «Чӑваш пики конкурса йӗркелесе тӑракансене!!! Хӗрсем нихӑҫан та пуҫа масмак сырман. Масмак вӑл — сурпанпа пӗрле сырмалла капӑрлӑх! Чӑваш пики нихӑҫан та ҫӳҫ-пуҫа сапаласа ҫӳремен! Тархасшӑн тирпейлӗрех йӗркелӗр-ха??? Пӗтӗм тӗнче куракан сӑнӳкерчӗк — ҫакӑн пек тӑхӑнма юрать тесе шухӑшлать!!!!!» «Питӗ тӗрӗс сӑмахсем!» — килӗшнӗ унпа Лидия Никифорова та.
Масмаклӑ хӗрсене Константин Малышев хӳтӗлеме пӑхнӑ-ха. Вӑл ун пирки «чи пӗчӗк ҫылӑх» тесе каланӑ. Анчах Малышевпа килӗшекен тупӑнман. Антонина Андреева та: «Масмак ҫыхсан хӗрсен конкурсне мар, хӗрарӑмсен конкурсне каймалла, ҫавна пӗлтерекен япала вӑл масмак», — тесе хуравланӑ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.
Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова.
Чӑваш Республикинче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 674 килсӗр чӗрчун хуҫаланнӑ тӗслӗхе шута илнӗ.
Регион управленийӗн центрне ҫавнашкал хыпарсем ытларах Канашран, Шупашкартан, Ҫӗмӗрлерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Сӗнтӗрвӑрри тата Йӗпреҫ районӗсенчен ытларах килнӗ.
Ҫынсем хуҫасӑр йытӑсем иртен-ҫӳрене тапӑнасран питӗ шикленеҫҫӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ку ыйтупа ӗҫлесе ҫитереймеҫҫӗ.
Ҫак ыйтӑва ӗнер Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер ертсе пынипе иртнӗ ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ.
Хуҫасӑр йытӑсене усракан приютсем тата тепӗр 3-4 та пулин йӗркелесен аван пулмалла тенӗ республика ертӳҫи.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта вилнӗ ачасемпе вӗрентекенсен ячӗпе часавай ҫӗклӗҫ. Ку инкекре 106 ачан тата 4 вӗрентекенӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.
Часавай тӑвасси пирки пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех калаҫма пуҫланӑ, вырӑнне сӑвапланӑ та. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулӑшма шантарнӑ. Анчах ӗҫ пӑчланнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тин пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Халӗ унта иртен пуҫласа каҫчен ӗҫсем пыраҫҫӗ. Часавая ҫитес ҫул ҫулла туса пӗтермелле.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче пысӑк инкек пулнӑранпа 61 ҫул ҫитнӗ. Шӑп та лӑп 61 ҫул каялла, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, шкулта пушар тухнӑ.
Ҫав кун Октябрь революцине халалланӑ уяв пынӑ. Физика пӳлӗмӗнчен тухнӑ ҫулӑм акт залӗнче хӑвӑртах сарӑлнӑ. Ачасем, вӗрентекенсем чӳречерен урама тухма хӑтланнӑ, кӑшкӑрашнӑ. Часах тӑрри йӑтӑнса аннӑ та ҫуйхашу шӑпланнӑ...
Паян Хуракассинче инкекре вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртнӗ. Ку хӑрушӑ инкекре вилнӗ 106 ачана тата 4 вӗрентекене асӑннӑ.
Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: хореографи конкурсне «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ Людмила Нянина тата Владимир Милютин балетмейстерсен ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Пултаруллӑ хореографсем ҫав тӑрӑхран тухнӑ.
Конкурса Чӑваш Енри Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Мари Элти Чикмери 9 коллектив 203 ташӑҫӑпа пырса ҫитнӗ.
Гран-прие Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ тата Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «Белара» халӑх ташӑ ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗн Любовь Мартьяновӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Кун пирки Марина Карягина сӑвӑҫ, тележурналист «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ, ӑна асӑнса сӑвӑ ҫырнӑ.
Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Кӑҫал поэтӑмӑрӑн раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 72 ҫул тултармаллаччӗ. Любовь Мартьянова – 4 сӑвӑ кӗнеке авторӗ. Унӑн пӗрремӗш сӑввисем студентсен литература пӗрлешӗвӗн «Ҫилҫунат» кӑларӑмӗнче тата «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Любовь Васильевна «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ.
Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалласа палӑк лартасшӑн. Конкурса ирттерме Шупашкар хула администрацийӗ 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче вырнаҫтарасшӑн. Конкурсра пӗрремӗш, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннисене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе уйӑрнӑ ҫав 100 пин тенке тӑкаклӗҫ.
Сӑмах май, «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑниччен кунашкал палӑк 3 пулнӑ: Пӑрачкав, Тӑвай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче. Халӗ вара – 10-а яхӑн палӑк.
Республикӑра 5 ҫулта 247 яхӑн шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.
Пӗлтӗр 53 шкула ҫӗнетнӗ. Кӑҫал тата ҫитес ҫул 31 шкула юсама палӑртнӑ. Ҫитес ҫул хушма укҫа пулсан 22 шкула ҫӗнетӗҫ. 2024-2025 ҫулсенче 141 шкулта тӗплӗ юсав ирттермелле.
Ҫапла майпа 5 ҫулта республикӑра кивӗ шкулсем юлмалла мар. Хальлӗхе 119 шкул тӗлӗшпе экспертиза хатӗр. Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Комсомольски районӗсенчи 9 шкул документацине ҫеҫ экспертизӑна халӗ те яман.
Паян Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралса ӳссе тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ Андриян Николаев космоса вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Андриян Николаев — икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ. Чӑваш Енре паян сумлӑ ҫынсем чылай пухӑннӑ.
Паллӑ кунпа Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнчи космонавтсем: Олег Артемьев, Денис Матвеев, Сергей Корсаков — видеосалам ҫитерчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Андриян Николаевӑн юратнӑ юррине, «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра, «ARTICLE» вокал ушкӑнӗ юрларӗ. Андриян Николавӑн амӑшӗн хӑй вӑхӑтӗнче ывӑлӗ ячӗпе каланӑ сӑмаха ҫырса илнине те итлеме май килчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |